Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ

 

8686Куккӑр алӑллӑ ҫынна — куккӑр-каккӑр ҫырмана.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8687Лаша вӑрлакан та вӑрӑ, мӑлатук вӑрлакан та вӑрӑ.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8688Лаша вӑрласси йӗпрен пуҫланать.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8689Лаша вӑрри йӗппе тытӑннӑ.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8690Лаша вӑррине ҫуран хуса ҫитеймӗн.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8691Лашапа вӑрла, кӗсьепе вӑрласан тӗрмене лартаҫҫӗ.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8692Микуҫ паранк вӑрланӑ, питне тикӗт сӗрсе янӑ.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8693Начар пул та, вӑр ан пул.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8694Пӗр тенкӗ вӑрланӑ — вӑрӑ, пин тенкӗ вӑрланӑ — ырӑ.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8695Пӗччен вӑрланӑ вӑр часах тытӑнмасть.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8696Ҫӗтерекенӗн ҫӗр ҫылӑх, вӑрлаканӑн пӗр ҫылӑх.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8697Тӳр этемӗн тӳпи пысӑк теҫҫӗ.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8702Тӳре пурӑннине ним те ҫитмӗ.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8698Тӳрӗ ӗҫ ҫынна тӳрре кӑларать.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8699Тӳрӗ ӗҫ хӗвелтен те ҫутӑ.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8700Тӳрӗ пул та, йӗрӗ пул теҫҫӗ.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8701Тӳрӗ пурӑннине мӗн ҫиттӗр?Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8703Тӳрӗ ҫултан пӑрӑнакан хӑй чунне сиен тӑвать.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8704Тӳрӗ ҫын та чалӑшать, чалӑш ҫын та тӳрленет.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8705Тӳрӗ ҫын харкашмасть.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8706Тӳрӗпе кукӑр килӗштереймеҫҫӗ.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8707Тӳрре хирӗҫ тӳрӗ пул, ырра хирӗҫ ырӑ пул теҫҫӗ.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8708Тӳррӗн ашшӗ-амӑшӗ вилмен тет.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8709Тӳрри ҫӑпатапа, кукӑрри атӑпа.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8710Тӳрри ҫӑпатапа, кукӑрри чалӑш кӗлӗллӗ атӑпа.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8711Хура кушак вӑр тӑвать, шур кушака сӑмах тивет.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8712Хурах пуссан хӳме юлать, пушар пулсан ним те юлмасть.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8713Хурах яланах хура ҫӗрле тапӑнать.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8714Чее вӑрӑ ӗнене те ҫӑпата сыртарать.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8715Чее вӑрӑ та лекет.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8716Чее вӑррӑн та шалчи тулать.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ
8717Чеп-чее вӑрӑ та черет ҫитсен тытӑнать.Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ